Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хусан чӑвашӗсем

Кӳршӗре

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртне халӑх нумаййӑн пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ун чухне «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн Петӗр Хусанкай сӑввипе ҫырнӑ «Мунча шӑрши» юрӑ клипӗн хӑтлавне ирттернӗ.

«Сувар» хаҫатра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал клип чӑвашсен хальччен пулман теме те юрать. Ҫав кун чи малтан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ В.Казаков тухса калаҫнӑ, Хусан чӑвашӗсене ырӑ сунса саламланӑ.

Клипа хӑтличчен малтан унӑн историйӗпе «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев паллаштарнӑ. Петӗр Хусанкай, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑскер, ҫав сӑвва 1943 ҫулта ҫырнӑ. «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ҫак сӑвӑпа паллашнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ. Юрӑ 2014 ҫулхи кӗркунне ҫеҫ «пиҫсе» ҫитнӗ.

Ушкӑн ертӳҫи Алексей Наумов композитор сӑвва юрра хывасси ҫӑмӑл пулманнине пытармасть. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш литературин классикӗн сӑввине кашни ҫынна килӗшмелле юрра хывмалла. «Ӑшра пиҫсе ҫитнине туйсан лартӑм та пилӗк минутрах кӗвӗлерӗм, анчах унтанпа нумай хутчен ылмаштарма, мӗн-тӗр хушма, ытлашшине кӑларма тиврӗ», — тенӗ Алексей Наумов «Сувар» хаҫата.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5930.html
 

«Хусан чӑвашӗсем» кӑҫал Чӑваш Ене темиҫе пысӑк концертпа савӑнтарма шутлать. Шупашкарта, Канашра тата Елчӗкре сире ҫӗнӗ юрӑсем кӗтеҫҫӗ!

Концертсем ҫак кунсенче иртӗҫ:

Шупашкар (Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче) — пушӑн 29-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).

Канаш (Вакунюсакан савутӑн КК) — акан 5-мӗшӗнче (кӗҫнерникун!).

Елчӗк (Елчӗкри КК) — акан 6-мӗшӗнче (эрнекун!)

Пур концертсем те 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗҫ. Хӑвӑр пырӑр, юлташӑрсене чӗнӗр!

 

«Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн тата «Сувар» хаҫат сӑвӑҫсен конкурсӗ пуҫланни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

 

Йӗрки-шывӗ: юрату ҫинчен 4 йӗркерен тӑракан 4 куплетлӑ сӑвӑ ҫырмалла. Анчах сӑвӑра «юрат», «сав» сӑмахсем тата вӗсен тӗрлӗ формисем пулмалла мар. Тӗслӗхрен: «юрататӑп», «савни» — конкурсра усӑ курма юрӑхсӑр сӑмахсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫулӗ миҫере пулни пӗлтерӗшлӗ мар, пӗр автор ик-виҫ сӑвӑ та ярса пама пултарать. Конкурс уҫӑ. Мӗнпур ярса панӑ сӑвва «Сувар» хаҫатӑн сайтӗнче пичетлеҫҫӗ. Сирӗн сӑввӑр Алексей Наумов юрӑҫ-композиторӑн ҫӗнӗ альбомне кӗме пултарать.

 

Ҫӗнтерекене преми — 600 тенкӗ. Сӑвӑсене 2009 ҫул вӗҫлениччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫак адреспа ярса памалла: 420066, г.Казань, а/я 64 е электронлӑ почта урлӑ: suvar@mail.ru. Конверт ҫине «Юратусӑр юрату» конкурса» тесе тата хӑвӑрӑн адресӑра е телефон номерне ҫырма ан манӑр.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Раштавӑн 17-мӗшӗнче (кӗҫнерникун) Я.Ухсай ячӗллӗ КК «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ҫӗнӗ «Ан васка» альбомӑн презентацине ирттерӗҫ.

Альбома ҫак юрӑсем кӗнӗ: «Чӑн юрату», «Хурлӑхан», «Чӑваш пикисем», «Куҫунтан», «Тусӑм», «Чечек кӗперӗ», «Кӑлкан», «Ан васка», «Анне», «Тӑван ял», «Кукаҫипе кукаҫи», «Якуркел», «Пар аллуна», «Ҫурта», «Ҫӗлен», «Ҫар ывӑлӗсем», «Пӑлхар», «Чӑвашсем». Сӑвӑ авторӗсем: А. Малышев, В. Данилов, В. Туктар, Ю. Сементер, Г. Кӗмӗл, К. Малышев, т. ыттисем. Кӗввисене кӗвелекенсем: А. Наумов, А. Никитин, А. Латыпов, В. Мироваев.

Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Билетсене хулари кассӑсенче е 48-84-89 телефон номерӗпе туянма пулать.

Тӳлевсӗр курас кӑмӑл пур-и? Пирӗн сайт 3 билет выляттарать! Тӗплӗнрех кунта.

 

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики» конкурс 3-мӗш хут иртрӗ.

 

Конкурса пурӗ 16-22 ҫулхи 14 хӗрупраҫ хутшӑнчӗҫ. Конкурсра хӗрсен малтан хӑйсем пирки каласа памалла пулчӗ, кайран историпе йӑла-йӗркесене епле пӗлнине кӑтартрӗҫ. Хӗрсем ҫавӑн пекех хӑйсен юрри-ташшисемпе жюрире ларакансемпе курма килнӗ хӑнасене савӑнтарчӗҫ. Жюри ҫыннисем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхрӗҫ.

Конкурса курма килнӗ хӑнасене хӑйсен юррисемпе «Хусан чӑвашӗсемпе» «Янташ» ушкӑнсем, Алевтина Соколова, Михаил Федоров, Вячеслав Христофоров юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ.

 

Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар районӗнчен килнӗ Оксана Воробьева йышӑнчӗ. Вӑл Мускава кайӗ, «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑнӗ.

 

Иккӗмӗш вырӑн Етӗрне районӗн хӗрне, Анастасия Ивановӑна лекрӗ, виҫҫӗмӗшӗ — Куславкка районӗнчи Галина Строгинӑна.

Малалла...

 

Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..

- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ.

Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет.

Малалла...

 

Хусан чӑвашӗсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарти Филармонире 18 сехет те 30 минутра "ХУСАН ЧӐВАШӖСЕМ" ушкӑн И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ концерт ирттерет. Чӗрӗ музыка, альтернативӑлла юрӑсем, патриотла сӑвӑсем итлес текенсем килсе курма пултаратӑр. Билетсем Филармони кассинче, ЧНКри киоскра хальлӗхе пур.

 

«Кукаҫипе куками» — репертуарти ҫӗнӗ юрӑсенчен пӗри.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑра мӗн кирлине пӗлмелле те кашни ӗҫе малтан планламалла. Тен, ӗҫлӗ ҫула тухатӑр, ку сире ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашма, опыт пухма май парӗ. Сапаланса ан кайӑр, ҫӗнӗ ӗҫсем ан пуҫӑнӑр. Канмалли кунсенче ыйтсене татса пама тӑрӑшӑр, анчах - ыттисен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем урлӑ каҫса каймасӑр.

Чӳк, 15

1982
42
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
22
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи